Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Шупашкар округӗ

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ҫӗрле Шупашкар округӗнчи Ишлей станцийӗнче икӗ хутлӑ ҫурт ҫунса кайнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пушара икӗ сехетрен сӳнтернӗ. Анчах ҫулӑм ҫурта, гаража тӗп тума ӗлкӗрнӗ. Гаражра вара «Тойота Марк 2» машина ларнӑ. Вӑл ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, хӑть ҫывӑхра ларнӑ икӗ машинӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар электросеть авариллӑ режимра ӗҫленине пула тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-54381767_270040
 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Утӑ уйӑхенче«Хавал» ҫуллахи университет ӗҫлессине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл утӑн 16-22-мӗшӗсенче Шупашкар округӗнчи санаторире иртӗ.

Кӑҫал унта тӗрлӗ факультетра пӗлӗве тарӑнлатма май пулӗ. Сӑмахран, куҫару, меслетлӗх, ИТ, театр, юрӑ-кӗвӗ, ӳнер факультечӗсем ӗҫлӗҫ. Экспертсем вара тӗрлӗ лекци вулӗҫ. Вӗсенчен пӗри Чӑваш наци радиовӗн ӗҫченӗ Элтияр Александров пулӗ. Вӑл чӑваш мифӗсем тата фолькор пирки каласа кӑтартӗ.

Кӑҫал университета тӗрлӗ халӑх ҫамрӑкӗсем килӗҫ, тӑван чӗлхипе паллаштарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_14065
 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Паян 10 сехет тӗлнелле Шупашкар округӗнчи Ҫӗньялта инкек пулнӑ: 2 ҫулти ача ҫурт умӗнчи канализаци ҫӑлне кӗрсе ӳкнӗ. Шел те, пӗчӗкскер вилнӗ.

Ҫакӑ паллӑ: ку ҫӑл – шыв юхтарса кӑлармалли тӗп тытӑм пайӗ мар, унпа ҫуртра пурӑнакансем усӑ курнӑ. Ҫемье ятарлӑ органсенче шутра тӑман.

Вырӑна Шупашкар округӗн прокурорӗ Сергей Кабуркин ҫитнӗ. Халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Вӑл мӗнле иртнине прокуратура тӗрӗслесе тӑрӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/4476
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫсем ӑнӑҫлӑ пулса пыччӑр тесен ҫӗнӗ союзниксем тупмалла. Ку эрне ҫемье валли, спортпа туслашма, сипленме лайӑх. Карьере картлашкипе хӑпарас шанчӑк пур. Йывӑр эрне хыҫҫӑн эрех-сӑра пирки шухӑшламасан аванрах.

Авӑн, 18

1947
79
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
64
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та